"Хам ҫырнӑ сӑввӑмсем" ярӑмран "Ачалӑхӑм, ӑҫта инҫе эс тартӑн?" сӑвӑ
Ачалӑхӑм, ӑҫта инҫе эс тартӑн?
Хӑш кӗтесре-ши лартӑн пытанса?
Мӗн-ма пӗрре те хӑв сасна памастӑн?
Хӑратӑн-ши эп туххӑм тупасран?
Ун чух тӳпи те урӑх тӗссемпеччӗ.
Пит тӗпсӗр те сенкерччӗ аякран!
Аннем пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗ техемччӗ,
Шӑрши туртатчӗ ыррӑн урамран.
Хӗвелӗ те пӑхатчӗ урӑхла-тӑр,
Ҫапса ҫӑватчӗ ҫумӑр тӑруках.
Ун хыҫҫӑнах кӗпер тухать -- курах тӑр,
Ҫич тӗспеле эрешленсе умах.
Эп шухӑ лӗпӗшле хавас выляттӑм,
Ним шухӑш ҫукчӗ-ҫке айван пуҫра.
Сар чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ яваттӑм,
Сӗткенӗ варалатчӗ тумӑма.
Ҫаран тулли хитре ҫеҫке ӳсетчӗ,
Кашни чӗнетчӗ хӑй патне мана.
Вӗсен ҫыххи асамлӑх парнелетчӗ,
Пылаккӑн ҫупӑрлатчӗ чунӑма