❗️ АТЯ, ВАТӐ, ЯРА ПАР!
(Уяв ячӗпе кӑмӑла ҫӗклеме)
Асаттене ас тумастӑп,
Эп курман кукаҫине.
Кукамай сӑнне манмастӑп,
Куҫ умӗнчех асанне.
Ман атте-анне те чыслӑн
Тивӗҫнӗ ҫак ятсене.
Юратса, питех хавслӑн
Ҫупӑрлатчӗҫ ҫитсенех.
Мӑнуксен хавас куллийӗ
Вӑй парать ватӑсене.
Чӗвӗлти ачаш чӗлхийӗ
Савӑнтарать вӗсене.
Ҫыхӑр сарӑ капӑр тутӑр,
Сӑн ҫуталӗ ытларах.
Арчара, тен, пулӗ шупӑр,
Тӑхӑнсассӑн — сумлӑрах.
Шур сухал, туя тытмашкӑн
Кӑшт тӑхта-ха эс паян.
Ҫамрӑклӑха таврӑнмашкӑн
Ташӑ ҫеммисем ан ман.
Шӑм-шака кӑшт "ҫемҫетсессӗн",
Уҫӑлсан чӗлхе-ҫӑвар,
Купӑс сассине илтсессӗн,
Атя, ватӑ, яра пар!
Пит ҫинчи пур пӗркеленчӗк
Яка пулӗ самантрах.
Урай хӑмисем чӗтренӗҫ
Эсир ташша тухсанах.
Алина Николае