Вăтăр çул ĕнтĕ Татьяна Прокопьева сĕт-çу фермине сукмак такăрлатать. Нумай пулмасть пултаруллă хĕрарăма «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. — Пурнăç шав малалла шăвать, улшăнать. Хуçалăхсенче те самана таппинчен юлмаççĕ, фермăра, уй-хирте çĕнĕ технологипе усă кураççĕ. Вăтăр çул каялла эпир кун пирки шухăшлама, ĕмĕтленме те пултарайман. Ĕнене сĕт аппарачĕпе суни те пирĕншĕн çĕнĕлĕх пулнă. Халĕ вара юмах тĕнчине лекнĕн туятăп хама, — палăртрĕ Комсомольски округĕнчи Тукайри Татьяна Вячеславовна. Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (29.03.2024)