Тӑван Çӗршыв çинчен юрăсем шăрантарать Вунӑ ҫул хушши Эдуард Ильин районти чӑваш наци культурине аталантарас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Районти пӗр уяв та Эдуард Ильин, талантлӑ музыкант, купӑсҫӑ, юрăçă хутшӑнмасӑр иртмест.Вӑл сцена ҫине тухсанах халӑх чӗрӗлсе артист тыткăнӗнче пулса тӑрать. Музыкӑпа вӑл чи сӳрӗк куракана та илӗртме пултарать. Ӑна тӗрлӗ амплуара курма пулать. Чӑваш эстрада, халӑх юррине юрлаканӗ, купӑс аккомпаниаторӗ те, хорта, дуэтра, вокал ансамблӗнче юрлаканӗ те вăл. Концерт номерне кӑсӑклӑ пурнӑҫланать, сцена пултарулӑхне юратакансене темӗн чухлӗ кӑмӑллӑ эмоцисем парнелет. – Музыкӑна юратакан ҫынсемпе ӗҫлеме кӑмӑллӑ, - тет Эдуард Михайлович. – Ун пек чухне чӑн-чӑн ҫутӑ та асра