Ывăл вилнĕ тесе ан хурлан эс, анне.
Эсир çывăрнă чух пырса курăп сире.
Вăратмасăр сана шăлăп эп куççульне,
Киленсе пăхса тăрăп темччен виçсĕре.
Эп пĕлетĕп, анне, çынсенчен пытанса
Кашни кун хурланса эс куççуль тăкнине.
Эп куратăп, анне, кашни кун ман ятпа
Эс çурта Тур умне асăнса çутнине.
Эп кайман пăрахса, сирĕнпех эп, анне.
Кашни кун эп сăнатăп сире виçсĕре.
Ан тăксамччĕ, анне, эсĕ тек куççульне,
Ан хавшат макăрса кашни кун чĕрÿне.
Эпĕ вилнĕ тесе ан хурлан эс ,анне,
Эп таса пирĕшти, эс пĕлетĕн, анне.
Эсир çывăрнă чух пырса курăп сире,
Киленсе пăхса тăрăп темччен виçсĕре.