Чăвашра фольклор ушкăнĕсем сахал мар. Кашни хăйне евĕрлĕ. Эпĕ вара Диана СУСАРИНА ертсе пыракан "ШУÇĂМ" ушкăнпа чылай çул туслă. Дианăран пĕр интервью çеç илмен. Хаçат-журналта та ку ушкăн çинчен чылай çыртăм. "88 интерью" кĕнекене те пĕр чи чунлă интервьюва кĕртрĕм. Ушкăнпа пĕрле Турцире иртекен фестивальсене те хутшăнтăмăр. Диана Сусарина та кĕнеке спонсорĕ пулма килĕшрĕ. "Шуçăм" ушкăна çÿрекенсем кун çути курнă кĕнекене пурте туянчĕç. Тавтапуç сире, туссем!
В Чувашии немало фольклорных групп. Давно и плодотворно дружу с группой "ШУÇĂМ" ("Рассвет"), которую возглавляет талантливый педагог музыки Диана СУСАРИНА. Не раз вместе ездили в Турцию на фестивали тюркских народов. Диана уроженка Ибр
Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Мĕнле атте ура çине тăратнă?
Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне
Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.
Чăваш анне пире савса çуратнă.
Чăваш атте ура çине тăратнă.
Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне. (В.Станьял)
Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ.
#чуваш#роднойязык