Паян одноклассники страницинче укҫа кунӗ тесе парне килчӗ. Ҫак йӗркесем ӑҫтан шӑрҫаланса кайрӗҫ вара? 15 минут хушшинче ҫырнӑ сӑввӑм тесен те юрать. Чӑнлӑхӗ те, шӳчӗ те пӗрлех. Сире те саламлатӑп, тусӑмӑрсем! Укҫа яланах алӑра пултӑр. Сывлӑх вара хаклӑрах. Ҫакна манар мар.
Укҫа. Укҫа. Укҫа. Укҫа.
Эс пур ҫӗрте те халь хуҫа.
Ҫӗр ҫывратмастӑн ҫынсене,
Ҫук канӑҫ саншӑн вӗсене.
Шел мар пӗрре те сывлӑха,
Ма лӑш памастӑн халӑха?
Эс пулмасан, чӑнах, нуша,
Каятӑн тарӑн шухӑша.
Ӑҫта сана шырамалла,
Епле кӗсье тултармалла?
Укҫа тума, ай, ҫӑмӑл мар,
Чылай юхтарӑн эсӗ тар.
Этем пӗрре те лӑпкӑ мар,
Эс ҫук чухне чунра кӑвар.
Ӗнсесене те хыҫтаран,
Пит аванах шутлаттаран.
Сана пулах пӗр тӑвансем
Ма хирӗ