Паян Чӑваш Республикин наци библиотекинче Владимир Леонтьевич Левуковӑн "Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ" кӗнеке хаклавӗ пулса иртрӗ. Чӗннӗ ҫӗре эпӗ те кайса саламлас терӗм. Тольяттирен пӗчӗк ушкӑнпа килсе ҫитрӗ ҫыравҫӑ. Мӑшӑрӗ - Зинаида Владимировна - пукане ӑсти те. Пӗрлех тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ҫав тери пултаруллӑ ҫынсем. Тулли кӑмӑлпа тухрӑм.