«Пурнăҫ урапи ҫинче»
(Антонина Лукина репертуарĕнчен)
1.Пурнăҫ урапи ҫинче
Кам мĕнле ларса пырать
Пурнăҫри телей ҫинчен
Тепĕр чух шутлаттарать
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулчĕ-ши
Лаши кутăн пулчĕ-ши
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Мĕншĕн тикĕс кусмас-ши
2.Пурнăҫри йывăрлăха
Май тупасчĕ ҫĕнтерме
Тӳпери сар хĕвелтен
Пултарасчĕ вăй илме
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулсан та
Лаши кутăн пулсан та
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Кăлтăр-кăлтăр кустăр-и?
3.Пурнăҫ тума ҫăмăл мар
Манар мар атте пилне
Лавĕ ҫине лартăн пулсан
Ҫирĕп тыт тилхепине
Аван-и!!! Акă паян та тăван чĕлхемĕр хăйĕн авалтанах килекен вĕçсĕр-хĕрсĕр çулĕпех утма тăрăшать. Пире, кашни ир вăл, хăйĕн чĕрĕ сăмахĕпе хăйле пурнăçа упрама вĕрентет, ăна аталантарма сĕнет, гранитлă сăмахĕпех малаллах пăхма хистет. Çапла, тăван чĕлхемĕре çĕн ĕмĕрте те пулăшса, ытамласа, сыватса пыма кашнин сывă хал тупмалла…
АВАН-и!!! Паян, хăватлă кун таппипе пит шавлах мар, анчах та хăй сăвви=юрриллĕ чăвашсен хайлавлă тĕнчине килнисем йышĕнче çыравçăсем чылаях. Ун пек савăнăçлă кунсем çулталăкра пĕрре çеç килет тесе, çав-çавах çунат çумне çунат хушса – тăвансемпе, тус-юлташсемпе, ĕçтешсемпе пĕр çавра сĕтел хушшине ларма тăрăшатпăр. Хăйĕн çывăх йышне пит тÿсĕмлĕ, ялан çĕнĕ утăмлă, сар ытарлă, сумлă шухăш-сăмахлă Галина Алексеевна Матвеева та пуçтаратех пулĕ паян хĕллехи тĕпеле. Унăн сăвви-поэмисенче – ăша хыпса çунтаракан, тĕрĕслĕхĕпе тăтăш пăлхантаракан, ăс-хакăла çĕн шанăç кÿрекен пĕтĕм ч
Аван-и!!! Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан (ваттисен сӑмахӗ) Акӑ умра хӗллехи тепӗр кунӑн таса илемӗ. Кăчăр-кăчăр халь пачах çук пек. Сивĕсем пуçтарăнса таçта хăйсен улахне çул тытрĕç пулĕ. Сăнăр-ха, ял урамне! Кăмăллăн пăхсамăр хула урамне... Чӑннипех юратмалла паянхи лӑпкӑ ире. Ун пек чухне вӑл темле шухӑшлӑн тӑнӑ пекех туйӑнса каять... Нарӑс сывламасӑр (ӗнерхи тӑмана шутламасӑр) пуш уйӑх еннелле пӑхкаласа илет пек. Сисеймӗ те, унӑн ытамне кӗрсе те ӳкӗ. Пулас ҫут куна чӗре те хаваспах кӗтет. Чӗтресе шӑнма та манса кайӑпӑр кӗҫех, ҫапла эпир хӗлпе савӑнни (тепӗр чух кӗрешни) хыҫа юлӗ. Мӗнпе асӑмра вӑл, кӳпченӗ хӗвел ӑшшине пирӗн паталла яман чухне? Кӑна кашни тӗрлӗрен хуравлӗ. Ҫӳҫентерек
АВАН-и!!! Ĕмĕтсен кун-çулĕ ачалăх шух утăмĕпех çÿрет КЕРВЕН (Василий Гаврилович Кошкин) 1949 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Паян вăл 75 çул тултарать. Ăш пиллĕн саламлатпăр, килес кунсем çап-çутă пулччăр, тетпĕр! Тăван чĕлхемĕрти вĕрÿ ăнтăлу нихçан та ан чактăр! #Халăх шкулĕ. Василий КЕРВЕН ТĂВАН КИЛТЕ Тăван килте пур япала та чĕрĕ Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра. Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра: Турат куçсем шăтарасла пăхаççĕ Сĕрсе тасатнă сарă маччаран. Улмуççисен писевĕ пит паха-çке, Кĕрет чи тутлă шăршă пахчаран. Аттен картишĕнчи ут урапи те Машинăран хитре çак кунхине. Çу çитнине пăхмасăрах ман питĕ Ларса курас