Хаклӑ патӑрьелсем, чӑвашсем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр.
Чăваш чĕлхи – чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Вăл чăваш халăхĕн чи хаклă пуянлăхĕ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла.
Уяв ячӗпе!
#АдминистрацияБатыревскогоМуниципальногоОкруга#РудольфСеливанов