Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
«Çут тĕнчере ачасенчен илемли, ырри, чуна канăç кӳрекенни тата мĕн пур-ши? Эпир çемьере улттăн çитĕннĕ. Манăн тăватă тете, пĕр йăмăк пулнă. Питĕ килĕштерсе пурăннă эпир. Тетесем йăмăкпа иксĕмĕре çав тери лайăх пăхатчĕç. Пире никама та кӳрентерме паман, тĕрĕссипе, пире никам та кӳрентермен те пулĕ. Çавăнпа эпĕ çемьеллĕ пулсан яланах нумай ачаллă пулатăп тесе шухăшланă. Халĕ пирĕн те тăватă ывăл та пĕр хĕр», — терĕ тĕп хулара пурăнакан Надежда Александрова.