
Халăх календарĕпе паян Ҫимĕк (вилнисене масар çинче асăнмалли кун).

Çак уяв - пысӑк хисепре. Ваттисене асӑнма апат-çимĕç хатĕрленӗ, пӗтӗм тăвана хӑнана пуçтарнӑ.

Масар ҫине каяс умӗн ҫимӗк мунчи хутса кӗнӗ. 77 йывӑҫ-курӑкран милӗк туса вӗретнӗ, унӑн шывӗпе ҫӑвӑннӑ, чир-чӗр ан ҫулӑхтӑр тесе ҫапӑннӑ.

Çимĕк валли вилнĕ тăвансене хăналама сăра туса хатĕрленӗ. Кăнтăрла çитсен масар çине тăванĕсене асăнма пуçтарăннӑ. Ваттисене апат-çимĕçпе, căpaпа асăннӑ, вӗсене: «Тутă çӳрĕр»,- тенӗ.

Ҫамрӑксем каҫпа вӑййа тухнӑ. Чылай ялта вӑйӑ картине шӑпах ҫимӗк кунӗнчен пуҫласа пухӑнма тытӑннӑ.

Ҫимӗк эрнинче шыва кӗме юраман. Тепӗр кӗҫнерникунччен тӑхтама хушнӑ.

Халăх сăнанинчен:
-