Предыдущая публикация
Нарендра Мари патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл юлташĕсемпе Дивали уявне паллă тунă. Çак уяв ырри усаллине çĕнтернине пĕлтерет имĕш. Анчах фейерверка пула каччă чутах куçсăр юлман. Пулăшу ыйтма вăл Мари Республикин офтальмологи больницине çитнĕ. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн студента Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалне янă. Тулли тĕрĕслев хыççăн ăнăçлă операци ирттернĕ. Халĕ каччăн сиплев тухмалла.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев