Елчек ен
1 Oct 2019
Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн 2019 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи 147-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Надежда Михайловна Кузнецова ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературин халăхсем хушшинчи олимпиадине призер хатĕрленĕ.
Елчек ен
1 Oct 2019
Районта тата икĕ ФАП уçăлчĕ. Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕнче Вырăскасси тата Таяпа Энтри ялĕсенче пысăк уяв иртрĕ: унта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленсе ларчĕç. ФАПăн пĕрремĕш пациенчĕсем шăпах аслă ăру çыннисем пулчĕç... Малаллине хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
Елчек ен
30 Sept 2019
Çулталăкри çемье. «Çулталăкри çемье» конкурс иртрĕ районти ЗАГС пайĕнче. Унта ял тăрăхĕсенче мала тухнă Аслă Елчĕкри Мешковсем, Лаш Таяпари Сметанинсем, Çуткÿлти Лакачовсем тата Таяпа Энтринчи Ильинсем хутшăнчĕç. Чи малтанах финалистсем хăйсен çемйи пирки хатĕрленĕ электронлă презентаципе паллаштарчĕç. Кашни çемье пурнăç таппипе тан утса пырать. Нумай ачаллине пăхмасăр вĕсем ĕçре кăна мар, спортра та харсăр. Çавăн пекех общество пурнăçĕнчен те аякка пăрăнмаççĕ. Малаллине хаçатăн çитес номерĕн
Елчек ен
26 Sept 2019
Афган вăрçинче – пилĕк хĕр. Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар теççĕ пулсан та, этемлĕхĕн черчен çурри те унран аякра юлмасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, «хĕрÿ точкăсенче» патвар салтаксемпе пĕр рете тăрса хĕрарăмсем те паттăрлăх кăтартнă, кăтартаççĕ. Ку статьяра манăн вулакана Афганистан вăрçине хутшăннă районти 5 хĕр çинчен каласа парас килет. Малаллине хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
Елчек ен
24 Sept 2019
Ÿсĕм вырăнĕ. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Хальхи саманари шкул» проектпа килĕшÿллĕн республикăри ялсенче вырнаçнă 40 вĕренÿ учрежденийĕнче цифра тата гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ центрĕсем уçăлнă. Хĕрĕх шкул шутне пирĕн районти Елчĕк тата Лаш Таяпа шкулĕсем те кĕнĕ май асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче 2-шер кабинетран тăракан вĕренÿ центрĕсем хута кайрĕç. Вĕсем «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чух цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курма пулăшĕç.
Елчек ен
24 Sept 2019
Куравра – чăваш тĕнчи. Иртнĕ эрнекун Елчĕкри тăван тавралăх музейĕнче Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн членĕн Галина Изратован «Тăван халăха юратса» ятпа куравĕ уçăлчĕ. Галина Васильевна пурăннă пулсан кăçал 62 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула пиртен 3 çул каялла уйрăлса кайрĕ вăл. Педагог-ÿнерçе халалласа çак кун музее унăн тус-тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пухăнчĕç. Унăн аппăшĕ Татьяна Шаркова, шăллĕ Валерий Изратов, çывăх тăванĕсем, Петр Сидоров тата Марина Карягина журналистсем, Влади
Елчек ен
13 Sept 2019
Юрататăп сана, Елчĕкĕм. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Александр Невский княçăн çĕрмен ÿтне Владимир хулинчен Петербурга - Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Çак уяв Елчĕк ялĕн тĕп уявĕ шутланть. Паллă куна Елчĕксем çулсеренех Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре уява халалланă кĕлĕрен пуçлаççĕ, кĕлĕ хыççăн хĕреслĕ çул çÿреве хутшăнаççĕ. Праçнике хатĕрленсе ирттерес ĕçе Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем кашни çулах активлăхпа палăрнăран уяв программи çулсеренех пуян та
Елчек ен
5 Sept 2019
Елчек ен
5 Sept 2019
Show more