Волонтерство - это прекрасная возможность для совершения добрых поступков. Благодаря добровольческой деятельности мы можем помочь окружающим. - Что необходимо для того, чтобы стать медицинским волонтером? - Как часто можно сдавать кровь? - Какие возможности открывает добровольческая деятельность? Больше о медицинском волонтерстве можно узнать у студентки Чувашского государственного университета им. Ульянова Екатерины Чумазиной 23 июля в 10:20 в передаче «Родник добра». Будьте с нами на одной волне.
  • Класс
Кашни ача хӑйне май уйрӑлса тӑрать. Пӗри ҫут тӗнчене тӗпчет, тепри пурнӑҫран ҫӗнӗ пӗлӳ илет. Анчах, пурне те вӗренме тата малалла аталанма ҫӑмӑл мар. Уйрӑмах - сусӑр ачасене йывӑр. ⁉️⁉️Вячеслав Ильинӑн кун-ҫулӗ вара мӗнле иртет? ⁉️⁉️Ура ҫинче ҫирӗп тӑрайман арҫын ача пурнӑҫ ҫине еплерех пӑхать, епле йышӑнать ӑна? ⁉️⁉️Сусӑр ачан тавракурӑмӗ мӗнлерех-ши? Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра эфира тухакан "Шӑпӑрлан" кӑларӑмра ҫак тата ытти ыйтусен хуравне пӗрле тупӑпӑр. #ЧӑвашЧӗлхи #ЧувашскийЯзык #ТӑванЧӗлхе #РоднойЯзык #РенатаВолкова #Радиоведущая #Радиоертӳҫӗ #НациРадиовӗ #НациональноеРадио #Шӑпӑрлан #Непоседа #АчаПӑчаКӑларӑмӗ #ДетскаяПередача
  • Класс
Чăваш Енĕмĕр çуралнă кунне уявлать! Шăпах паянхи кун 1920 çулта Чăваш автономи облаçне туса хурасси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Республика кунĕ кăçал Шупашкарпа пĕрлех Куславкка районĕнче иртет. Муниципалитет çак уява чăтăмсăр кĕтнĕ, тĕплĕн хатĕрленнĕ. М-7 федераци çулĕнчен Куславккана илсе çитерекен çула тĕпрен юсанă. Паян ир-ирех асфальт çула савăнăçлă лару-тăрура хута ячĕç. Çак самантра вара Куславккара уяв пуçланчĕ. Атăл хĕрринчи илемлĕ лаптăкра юрă-кĕвĕ янăрать, спорт ăмăртăвĕ иртет. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан пысăк йыш Куславккасене уявпа саламлама килсе çитнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех - пирĕн черетлĕ кăларăмсенче каласа парăпăр. #новости #хыпарсем #
Республика кунӗ умӗн, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хисепе тивӗҫнӗ ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ. Пирӗн хисеплӗ ӗҫтеш те, нумай ҫул ача-пӑча кӑларӑмӗсене хатӗрлесе пыракан сумлӑ журналист, Чӑваш Ен Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ Алина Герасимова пархатарлӑ ӗҫсемшӗн "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" сумлӑ ята тивӗҫрӗ. Эпир ӑна чунтан саламлатпӑр, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сывлӑх тата ӑнӑҫу сунатпӑр. #новости #хыпарсем #чувашия #чăвашен #национальноерадиочувашии #чăвашеннацирадиовӗ #нацирадиовӗ #чувашскийязык #чăвашчӗлхи #чебоксары #шупашкар #новочебоксарск #ҫӗнӗшупашкар #алатырь #улатӑр #аликово #элĕк #батырево #патă
Чӑваш наци радиовӗн аслӑ редакторне Роза Деменцовӑна ҫуралнӑ кунпа чунтан саламлатпӑр. Аслӑ вӑрманта кашласа ларакан юман пек ҫирӗп сывлӑх, анлӑ Атӑл шывӗ пек вӑрӑм кун-ҫул, нихӑҫан иксӗлми телей те вӑй-хал, виҫесӗр савӑнӑҫ та ӑнӑҫу сунатпӑр. Тӗнчере миҫе ӑшӑ сӑмах, пурте сирӗншӗн пулчӑр, ырӑ кӑмӑлу вара пурин валли те пӗрмаях ҫиттӗр. Пурнӑҫри кашни утӑму ырлӑхпа, юратупа, ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе пултӑр, ҫывӑх ҫыннусем чунтан юратни, сума суни куллен телей те савӑнӑҫ кӳччӗр. Малашне те пултаруллӑ пул, Нихӑҫан пӗчченлӗхе ан туй. Йышпа пӗрле савӑн та йӑл кул, Ҫынсенчен пӗр утӑм та ан юл. #новости #хыпарсем #чувашия #чăвашен #национальноерадиочувашии #чăвашеннацирадиовӗ #нацирадиовӗ #чувашский
Показать ещё