«Янташ» ушкăн

«Янташ» ушкăн

Public page
Мартӑн 26-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн юбилей-концерта йыхравлаҫҫӗ. Пурне те 18 сехет ҫурӑна Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чӗнеҫҫӗ. Программӑра ҫӗнӗ юрӑсемпе пӗрле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ ташӑсемпе шӳтсем пулӗҫ.
Кӑрлачӑн 27-мешӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа пысӑк шоу-концерт ирттереҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Пурнете концерта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.
Анатолийпе Надежда Никитинсем Ҫӗнӗ ҫул концертне йыхравлаҫҫӗ. Декабрӗн 24-мешӗнче вӑл «Салют» культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Савӑнӑҫлӑ шоу-концертра сире, паллах, «Янташ» ушкӑн та хӑйен пултарулӑшӗпе савӑнтарӗ.
ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухрӗ. Ҫак телекӑларӑма халалласа тата Литература ҫулталӑкне палӑртнӑ май раштавӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш филармони залӗнче пӗтӗмлетӳллӗ концерт пулӗ. Пысӑк шоу-концерта композитор кӗвӗленӗ юрӑсен сӑвӑ авторӗсем пухӑнӗҫ: Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова тата ыттисем. Концертра вӗсен сӑввисем
Show more