Хисеплӗ туссем тата музей ушкӑнне ҫырӑннисем! Аса илтеретпӗр, "Поэзи чечекӗ" регионсен шайӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши хайлавӗсене е Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа хӑй ҫырнӑ хайлавне чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вулакансен конкурсӗ вӗҫлениччен 15 кун юлчӗ. Конкурсра шкул ачисем кӑна мар, ача пахчине ҫӳрекенсем те, студентсем те, аслисем те - пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр! Дорогие друзья и подписчики! Напоминаем, что осталось 15 дней до завершения Межрегионального конкурса чтецов произведений Михаила Сеспеля и авторских произведений, посвященных Михаилу Сеспелю, "Подснежник поэзии" на чувашском языке. В конкурсе могут принять участие не только школьники, а также и воспитанники детских садо
Пĕлтерет тӳпе çӳлтен Христос чĕрĕлни çинчен. Хĕвел тухать ташласа, Мăнкунпа саламласа. «Христос чĕрĕлнĕ», - тени, «Пурнăç вĕçĕмсĕр», - тени. Мĕн тери ырă хыпар, Чун – чĕрепе йышăнар. «Чăн – чăн чĕрĕлнĕ», - тесе, Ĕненсе, хĕпĕртесе, Шанăçпа çирĕплетер, Пур çынна та пĕлтерер. Мĕн чуль халăх чиркӳре, Тăнă хыççăн кĕлĕре, Савăнăçлă хыпарпа Тĕл пулать тус – тăванпа. Çутă Аслă кун паян, Чан сасси те ян та ян. Чĕрĕлĕх çак сасăра, Пур хăват та Турăра. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф. #хитре_сӑвӑсем#чăваш_сӑввисем#чăвашсем#чăваш_чĕлхи#Мăнкун