Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Мухтавлă сăвăç, общество пурнăçĕнче сулмаклă утăмсемпе паллă йĕр хăварнă Петр Хусанкай 1907-мĕш çулта Тутар Республикинчи Сиктерме ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ăна Шупашкарта пытарнă.
Петĕр Хусанкай ячĕпе хулари пĕр урам, культура керменĕ, вулавăш хисепленсе тăрать. Вăл 1960-70 çулсенче пурăннă урамри (Ленин пр. 38) çурт çине асăну хăми çакнă.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияров, Владимир Тяпкин, конгресс пайташĕсем, культура министерствин тĕп специалисчĕ Сергей Дмитриев, "Республика" хаçат тĕп редакторĕ Сергей Мясниковпа унăн çумĕ Владислав Николаев, Анатолий Хмыт çыравçă тата ытти хастарсем паян асăну хăми çине чĕрĕ чечексем хучĕç, паллă поэта асăнса сăмахсем каларĕç, унăн сăввисене вуларĕç. Вĕсемпе пĕрле ку сăваплă ĕçе хула çыннисем те хутшăнчĕç.
Тĕнчипе чапа тухнă, чăн чăваш сăвăçин çутă ячĕ халăх асĕнче çулсем иртсен те пурăнĕ.
ЧНК пресс-служби.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев