Чăваш халăхĕшĕн питĕ пысăк çухату. Паллă композитор, вĕрентекен, тĕлĕнмелле талантлă çын Николай Сергеевич Карлин çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ...
Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ пултаруллă чăваш, Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ, тĕлĕнмелле хастарскер Чăваш Еншĕн, юлашки вăхăтра Самар тăрăхĕнчи Сергиев районĕнче пурăнса чăвашлăхшăн вышкайсăр пысăк ĕçсем турĕ.
Пĕлтĕр эпир унăн 70 çулхи çавра çулне Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче сумлăн ирттернĕччĕ...Ун чухне вăл малалла та хастар ĕçлес кăмăллăччĕ...Юрă хыççăн юрă, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларас ĕмĕтлĕччĕ. Шел, чире çĕнтерме май килмерĕ унăн...
Талантлă композиторпа, кăмăллă та хастар чăвашпа Николай Сергеевич Карлинпа Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре паян, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче яланлăхах сывпулашаççĕ.
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем унăн тăванĕсемпе, тус-пĕлĕшĕсемпе пĕрле пысăк çухатушăн хурланнине пĕлтереççĕ.
Тăпру çăмăл пултăр, ентешĕм, Николай Сергеевич...
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева
https://disk.yandex.com.am/d/x-zaU7lqKmle3w https://disk.yandex.com.am/d/ad-H6LvTeb6EYQ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6