АНОНС!!!
Ыран, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче, 7 сехет те 25 минутра, Чăваш радиопа «Уçă калаçу» тÿрĕ эфирти черетлĕ кăларам тухать. Майăн 7-мĕшĕ - Радио кунĕ тата çыхăну отраслĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ. Çавна май Чăваш радион, республикăри чи аслă та сумлă массăллă информаци хатĕрĕн, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ тата малашнехи тĕллевĕсем пирки пулĕ «Уçă калаçу». Паллах, микрофон умне эсир лайăх пĕлекен радио корреспонденчĕсене тата техника хатĕрĕсемпе ĕçлекен специалистсене те чĕнĕпĕр.
Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студире 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлĕ, унпа шăнкăравласа эсир те Чăваш радиопа çыхăннă ыйту, сĕнÿ-канаш пама, уявпа саламлама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр.
Чăваш радио 99,9 FM; 70,85 УКВ хумсем; пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ тата мобиллĕ приложенийĕнче он-лайн итлеме, курма пулать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев