- Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн черетсĕр ХХ съезд ĕçне хутшăнма тÿр килнишĕн хĕпĕртерĕм. Ăна обществăлла организацие йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалланă. Унта Патăрьел районĕнчен виççĕн хутшăнтăмăр: централизациленĕ библиотека директорĕ Алевтина Овчинникова, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина тата эпĕ.
Съезд ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнса пирĕн ĕçе тивĕçлĕ хак пани те кăмăллă пулчĕ.
2022 çулхи кăтартусемпе районти уйрăм «Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхне упрассине халалланă чи лайăх проект» номинацире палăрчĕ. Пирĕн ĕçе вырăна хурса хаклани савăнтарать. «Раççейри Хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин дипломне тивĕçрĕмĕр. Тата мана тухăçлă ĕçшĕн, професси ăсталăхĕшĕн, гражданла хастар позицишĕн, хĕрарăмсен, çемье, ачасен интересĕсене хÿтĕлес ĕçре патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе пынăшăн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев