Концерт народного коллектива "ТĂРĂН ЕН" для гостей и членов комитета ЧНК "Чувашская женщина"после завершения работы круглого стола. https://dzen.ru/video/watch/662530926a26bf0ea8f47a87?share_to=whatsapp
Чӑвашлӑх управҫисем" - ҫак ятпа иртрӗ ЧНК "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет Шупашкар округӗнчи Тӑрӑнта ирттернӗ ҫавра сӗтел. Ӑна Шупашкар муниципаллӑ округри конгресс уйрӑмӗпе Тӑрӑн ялӗнчи клубра ӗҫлекенсем, Чӑрӑшкасси территори уйрӑмӗн администрацийӗ йӗркелеме пулӑшрӗҫ. Уяв чӑваш чӗлхи кунне тата Ҫемье Ҫулталӑкне халалласа иртрӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем тата Тӑрӑн ялӗн юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ мероприятие тӗлӗнмелле илем кӳчӗҫ. https://disk.yandex.ru/d/mjoJZwAIIrGdHg
"Кӗмӗл сасӑ-2024" конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ ✅ 3-мӗш степеньлӗ лауреат ятне виҫӗ ҫамрӑк тивĕçнӗ: - Максим Новиков (Тутарстан Республики); - "Мерчен" фольклор ушкăнӗ (Чӗмпӗр облаҫӗ); - "Каскад" юрӑ ансамблӗ (Тутарстан Республики, Пӑва хули). ✅ 2 - мӗш степеньлӗ лауреатсем: - Антон Иванов (Пушкӑрт Республики); - "Икӗ Марье" дуэт - Мария Овечкина тата Мария Чолак (Пенза облаҫӗ). ✅ 1-мӗш степеньлӗ лауреатсем: - Александра Шевнина (Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ); - Анна Алвандян тата Инесса Шашкина дуэчӗ (Элӗк округӗ) Саратов облаҫӗнчен килнӗ Виктория Ендягина 1-мӗш степеньлӗ дипломант пулчӗ. ✅ Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Марина Васильева "Кӗмӗл сасӑ-2024" конкурсӑн Гран-Прине тивĕçрӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса
Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ Раҫҫей шайӗнчи чӑваш эстрада юррин "Кӗмӗл сасӑ" конкурс-фестивалӗнче кӑҫал Пушкӑрт Республикин тӗп хулинчен, Ӗпхӳрен килнӗ Марина Юрьевна Васильева ҫӗнтерчӗ. Марина 27 ҫулта, Октябрьски хулинчи музыка колледжне, каярах Чӑваш патшалӑх университетӗн искусство факультечӗнче халӑх юррисен ӳнерне алла илнӗ. Халӗ Ӗпхӳ хулин Культура керменӗнче ӗҫлет.
Раҫҫей шайӗнчи "Кӗмӗл сасӑ" фестиваль-конкурс кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртет. Унта Пушкӑрт, Тутарстан, Чӗмпӗр, Сарӑ ту, Пенза тӑрӑхӗсенчи тата Чӑваш Енри чӑваш яш-кӗрӗмӗ хутшӑнчӗ. Конкурс 11.00 сехетрен пуҫласа 13.00 сехетчен тӑсӑлчӗ. Сумлӑ жюри пайташӗсем ҫамрӑксен юрлас ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗ пӑхса тухса хакларӗҫ. Конкурсра кам ҫӗнтерни Гала-концертра паллӑ пулӗ. Вӑл 17.00 сехетре пуҫланать.
03:41
20240413_111701.mp4
547 просмотров
"Кӗмӗл сасӑ" конкурс-фестиваль саманчӗсем:
Показать ещё