50 лет
Сегодня свой полувековой юбилей отмечает бессменный ведущий радиопрограммы "Присяга Родине" и других передач, Шеф-редактор Национального радио Чувашии Rоdион Архипоv
Ваша работа патриотического направления никого не оставляют равнодушним. Профессионализм и ответственное отношение к выбранной профессии - ваш конек. Продолжайте это благородне дело! Ведь у вас это отлично получается
Килте ахаль выртакан вак укçана банксене тавăрма пулать
Унтан нухрата банк картти çине куçарса парĕç е хут укçан тавăрĕç. Çакăн пек акци пĕлтĕр кĕркунне те иртнĕччĕ. Ун чухне Чăваш Енре пурăнакансем банксене пĕр миллион ытла тенкĕлех вак укçа килсе панă. Чылайăшĕ 10 тата пĕр тенкĕлĕххисем. Акци çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырĕ.
Квадроциклпа çӳреме кăмăллакансем ятарлă тупăшура хăйсен ăсталăхне кăтартма пултараççĕ
Тăвай округĕнче çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче конкурс иртет. Унта хутшăнас текенсен патшалăх техника надзорĕн сайтĕнче регистраци тухмалла. Водительсен А, А1 е В1 категориллĕ удостоверени пулмалла.
Аса илтеретпĕр, тепĕр эрнере шăматкун Тăвай тăрăхĕнче «Ял-салара чи лайăххи»- ятпа агроволонтерсен слечĕ иртет. унта ял тăрăхĕнче пурăнакан пин çурă çамрăк пуçтарăнĕ. Çавра сĕтелсем, ăсталăх класĕсем иртĕç. Спартакиада та пулĕ. Агроволонтерсем кăсăклă проектсемпе паллаштарĕç. Квадроциклсемпе чупакансен ăмартăвĕ те агрослетпа килĕшÿллĕн иртĕ.
Чăваш Республикин тĕп хули — Шупашкар — хăйĕн 555 çулне паллă тума хатĕрленет
Çак уяв аслисене çеç мар, ачасене те пырса тивĕ. Ялсенче тата пĕчĕк хуласенче пурăнакан шкул ачисем валли «Пĕр кун тĕп хулара» ятлă проект хатĕрленĕ. Çак ĕç-пуç 5 пин ытла шкул ачине пырса тивĕ. Вĕсем Шупашкрати чи паха шкулсене: парксемпе аттракционсене: паллă вырăнсене çитсе килĕç: унсăр пуçне тĕрлĕ ӑсталăх класĕпе квестне хутшăнĕç.
Экскурсисене вара хулари шкул ачисем йĕркелесси паллă. Хальлĕхе çак проекта 2 пин ытла ача хутшăннă та ĕнтĕ. Çак проекта малалла тăсасси те паллă. «Ялта пĕр кун» ятлăскер хулари ачасене ялсемпе паллаштарĕ.
В Чебоксарах стартовал республиканский этап соревнований среди детей "Школа безопасности"
Первенство включает в себя 6 основных испытаний: комбинированную пожарную эстафету, прохождение полосы препятствий и маршрута выживания, комплексно-силовые упражнения, организацию поисково-спасательных работ и конкурсную программу.
«Агростартап» грант пулăшнипе Чăваш Енри 121 çын хăйĕн ялхуҫалӑх ĕçне пуçарма пултарнă
Ку ĕçе «Пĕчĕк тата вăтам услам» наци проекчĕ пысăк тĕрев парать. Çак грант 2019 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл хуçалăхсене вăйланма, производство калăпăшне ӳстерме, çĕнĕ суту-илӳ лапамĕ тупма тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшнă.
Паянхи кун кооперативра тăракан фермерсене 5 миллион тенкĕ таран, ытти предпринимателе 4 миллион тенкĕ яхӑн пулăшу илме пултараççĕ. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен заявкăсем йышăнаççĕ. Республикăри 35 фермера пулăшма палăртнă, вĕсем валли 180 миллиона яхăн тенкĕ укçа пăхса хунă.